ҪӖР ПӲРТРЕ ("В землянке" 1941, А. Сурков, чӑвашла Марина Карягина куҫарнӑ)
Каланкка шӑтӑр-шӑтӑр ҫунать,
Вӗри сухӑр тумлать куҫҫуль пек.
Ҫӗр пӳртре салху купӑс юрлать,
Сан сассу вӗҫсе килнӗн ҫилпе.
Сан ҫинчен пӑшӑлтатрӗҫ тӗмсем
Мускавран инҫех мар шур хирте.
Тунсӑх юррӑм сана илтӗнсен
Манса кайӑттӑм пӗтӗм терте.
Эсӗ халь аякра-аякра,
Хушӑра — сӑрт-ту евӗр кӗртсем...
Сан патна ҫитес ҫук талӑкра,
Вилӗм ҫывӑх — тӑрать пуль кӗтсе...
Янӑра эсӗ, купӑс, хитрен,
Телее ҫӗнсе ил тӑвӑлтан!
Мана ӑшӑ халь сив ҫӗр пӳртре
Чӗрере сӳнми туйӑм пуртан.
ФИО участника
Матвеева Наталия
Возраст участника
43
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация