"Ирхине, шурăмпуç çĕкленсессĕн"
Ирхине, шурăмпуç çĕкленсессĕн,- Хĕрлĕ хĕм хĕретсен тухăçа,
- Тăшмана аркатса çĕмĕрмешкĕн
- Эшелон тухса кайрĕ вăрçа.
- Эшелон тухса кайрĕ... А эсĕ
- Тутăрна сĕлтсе юлтăн пĕччен.
- Сан шур тутăр питех çӳçентерчĕ
- Ман чуна çеçен хир тӳпинче.
- Курăнми пултăн эс. Эпĕ кайрăм,
- Сан сăнна асăмра упраса.
- Сан çинчен çыртăм эп сăвă-юрă,
- Сăмаха ахах пек суйласа.
- Чи паха парнерен те-çке хаклă
- Шурăмпуç пек сан янкăр куллу.
- Иксĕлмест асăмра сан кăварлă,
- Çут хĕвел пек таса кăмăлу.
ФИО участника
Григорьева Арина
Возраст участника
8
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация