Лучшее исполнение стихотворения писателя. Александр Артемьев "Чи хаклă парне"
Юрлă-çумăрлă çанталăк
Тăват çул алхасрĕ тек:
Юнлă-çулăмлă çулталăк —
Кашниех çур ĕмĕр пек.
Юрĕ-çумăрĕ татахчĕ...
Пуля — кĕтнĕ çимĕç мар.
Кашни пуля — пĕр салтакчĕ,
Ман юлташчĕ, нимĕç мар.
Урлă-пирлĕ шăхăратчĕ,
Суккăр пуля ши те ши!
Ман пуçа вăл шав шыратчĕ —
Тупĕ-ши те тупмĕ-ши?
Ах, аннем, вилес килместчĕ
Ют çĕрте вун саккăрта!
Пурăнас тесех сикетчĕ
Яш чĕреçĕм кăкăрта.
Хамăр çĕр енне пăхаттăм
Вĕçмен чух хăруш йĕтре,
Хамăр кил тĕлне шыраттăм
Ăш вăрканă сехетре.