Петӗр Хусанкай "Шинель"
Кӑвайт хĕлхемĕ вĕтеленĕ,
Тӑхлан та тивнĕ аркӑран,
Тӑп-тӑп шинель, салтак шинелĕ,
Эс шӑппӑн çакӑнса тӑран.
Шинель! Эс ман айри тӳшекĕм, Ҫири вителĕкĕм эс ман. Санпа эп çумӑрта лӳшкентĕм,
Тусан та пусрĕ – аптраман.
Санпа аса килет кĕрхи çĕр,
Кӑвар пек пĕлĕт, çуннӑ хир,
Юн юхӑм урлӑ, çулӑм витĕр
Каçсаттӑмар санпа эпир.
Паян эс кивĕрех пулсассӑн,
Каллех чӑн яшлӑх пек çĕнел!
Сана юрра хурса ман сассӑм
Тав тутӑр, тусĕмлĕ шинель!
ФИО участника
Варвара Николаева
Возраст участника
11
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация