Эвакуаци!
– Тревога! – шартах вӑранать хӗр ача.
Вут пек пӗҫерет кӗлетки.
– Лӑплан-ха, – тет амӑш, –
ку тӗлӗк анчах,
Юмах аташтарнӑ пекки.
– Анне, хӑвӑртрах аяла, путвала!
Илтместӗн-им, бомба ӳкет!
– Ачам, пӗчӗкскерӗм, ан ҫуйӑх ытла,
Ҫук бомба кунта, шеремет.
– Ӑҫта пирӗн Вовка? Нинук ма тӑман?
– Эй-яй, пӗчӗкҫеҫ айванкка,
Халь тек кирлӗ мар вӗсене вӑратма,
Вӗсем кайрӗҫ пит аякка.
ФИО участника
Аделина Александрова
Возраст участника
10
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация