Сӑвӑ,, Мир салтакӗ ". А. Артемьев.
Шуралман-ха шурӑмпуҫӗ
Ялӑм- йышӑм вӑранман
Мир салтакӗ, ҫӗнтерӳҫӗ
Таврӑнатӑп эп ҫартан.
Таврӑнатӑп эп маттурӑн
Инҫетри ют ҫӗрсенчен
Ачаран палланӑ хурӑн
Пуҫ таять ҫул хӗрринчен.
Саламларӗ юратуллӑ
Аслӑ хирӗм те мана
Тулӑх ӳснӗ сарӑ тулӑ
Савӑнтарчӗ чунӑма.
Тунсӑхланӑ яш хӗрсемшӗн
Хаклӑ эсӗ, тӑван хир
Ӑмӑртса пӗр ӗҫлемешкӗн
Тухӑп хам та ыран ир.
ФИО участника
Кутузов Егор
Возраст участника
6
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация