Юлашки ҫапӑҫу
Юлашки çапăçу
Ун чух та шăпчăксем юрланă пулĕ
Шап-шур пĕркенчĕк витнĕ садсенче.
Анчах ылханлă пĕчĕк суккăр пуля
Ĕçне пĕтереймен çу кунĕнче.
Берлин патне çитсе пыран салтакăн
Кăкри тăрук пĕвенчĕ те юнпа,
Вăл пăшăлтатрĕ юлташне:
- Ан такăн! Çунтар фашистсене вĕри вутпа!
- Ывăлăма ыталаймарăм,-терĕ,-
Пилĕк çула вăл çитмелле кĕçех…
Ун шуранка тути хуллен чĕтрерĕ,
Чĕри лăпланчĕ ав ĕмĕрлĕхех…
Çак çапăçу шăплансанах пуçларĕ
Хаваслă шăпчăк çĕнĕ юррине.
Вăл сисрĕ пулĕ, пĕлтерме васкарĕ
Ыр хыпарпа çĕн кун килессине.
ФИО участника
Сорокина Ангелина
Возраст участника
16
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация