Александр Алка "Хăрушлăхпа хаярлăх"
Александр Алга
«Хăрушлăхпа хаярлăх»
Хитре хуласем ялкăшаççĕ вутра,
Ялсем çулăмра, улăхсем чĕрĕ юнлă...
Тăшман пуснă вырăн суранлă выртать,
Тăшман иртнĕ вырăн пуш хир пулса юлнă.
Шанатпăр эпир: çав çĕлен-калтана
Час нӳрлĕ çĕр çăтĕ, час нӳрлĕ юн витĕ,
Хаяр тавăру ярса тытнă ăна.
Пире Çĕнтерӳ курăнать çулăм витĕр,
Пире курăнать хĕвел сăнлă уяв,
Пире йыхăрать унта Пурнăç, Мухтав.
ФИО участника
Васильев Никита
Возраст участника
15
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация