Петӗр Хусанкай-Таня
Петӗр Хусанкай-Таня
Амӑшне каларӗ хӗрӗ
Вӑрттӑн, ерипен:
- Эп вӑрҫа каятӑп, - терӗ, -
Маншӑн ан шиклен.
Амӑшӗ чӑр пӑхрӗ: - Эсӗ?!
Чакрӗ, чакрӗ вӑй...
Хӗрхенсе, куҫҫулленмесӗр
Тӳсеймерӗ хӑй.
Куҫ тулли тӑрать чипер хӗр
Унӑн умӗнче.
Таврара кӗрлет хисепсӗр
Юн тӑкан тӗнче.
Эх, анне чӗри! Ҫунать-ҫке
Вӑл ҫапла ялан,
Ҫумӗнчи ӑшӑ ҫуначӗ
Пушшине туйсан.
Йӑвине тӗрӗс-тӗкелӗн
вӑл усрасшӑнах.
Ун чӗппи ӗнтӗ тӗкленнӗ,
Вӑл калать сёмах:
ФИО участника
Федорова Ксения
Возраст участника
14
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация