Пире кирлě мир
Аслă ςěр, ěмěр-ěмěр эс пурӑн,
Парнеле ςынсене ырлӑх-пил.
Ϛут тěнчемěр юрлатӑр маттуррӑн,
Савнă ςěр, ςавра ςěр - пирěн кил.
Ϛěр ςинче пурӑнсан туслă халăх
Хăратаймě ӑна вутлӑ ςил.
Пурăн, ςěр, ςыннусем савӑнмалӑх,
Савнă ςěр, ςавра ςěр - пирěн кил.
Сывă пултӑр этемлěх кун-ҫулě:
Хěвелтен, ςěр, ялан шевле ил.
Нихăςан та ан юхтӑр куςςулё,
Савнă ςěр, ςавра ςěр - пирěн кил
ФИО участника
Давид Марков
Возраст участника
8
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация