Светлана Яруткина-Салам. Сăр хÿтĕлев чикки
Нимĕç фашист çарĕсем
Çитнĕ чух Мускав патне,
Тăшманран хÿтĕленме
Хушнă чавма окопсем.
Тăван çĕршĕн кар тăрса
Тухнă тыл ĕçченĕсем.
Пурте фронтшăн тăрăшса
Ĕçленĕ чунтан вĕсем.
Хÿтĕлев чикки тума
Тивнĕ нумайăн кайма:
Çамрăксен те ватăсен,
Ачасен, хĕрарăмсен.
ФИО участника
Марина Нагорова
Возраст участника
17
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация