Илсе Тукташ. "Вилĕме ҫӗнтерни"
Хӑруш аманнӑ вӑл… Сывлать аран.
Куҫне уҫса хупма та вӑйӗ ҫук ун.
Ытла та юн нумай ҫухатнӑран
Ҫӑлма ним чухлӗ шанчӑк ҫук хирургӑн.
Хирург васкать. Халь вилӗме ҫӗнме
Секунд ҫине шанни кӑна пултарӗ.
Ҫӗлерӗ сурана. Професси тӳсӗмпе
Чӗре шакканине итле пуҫларӗ.
Сехет шаккать. Салтакӑн та чӗри
Нихҫан сыпӑнмасла тапать вӑраххӑн.
Ҫамки кӑна тӳсме те ҫук вӗри
Ик-виҫ хутчен аманнӑ ват салтакӑн.
ФИО участника
Костмова Зарина
Возраст участника
15
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация