Ульяна Андреева "Хӗрӗх пӗрремӗшсем" Юрий Семендер
Хӗрӗх пӗрремӗшсем,
Хӗрех пӗрремӗшсем,
Вӑрҫӑпа ӑмӑртса
Ҫутӑ кун курнисем,
Хӗрӗх пӗрремӗшсем,
Хӗрех пӗрремӗшсем,
Аллӑри салтаксем,
Ҫулӑмри пепкесем.
Тав сире, аттесем,
Тав сире, аннесем.
Ҫухатмарӗҫ чысне
Хӗрӗх пӗрремӗшсем.
Выҫлӑха ҫӗнтӗрсе,
Шанчӑка ӳстерсе
Ӑмӑрт кайӑк пекех
Ҫунатланчӗҫ вӗсем.
Ҫут тӗнче уҫлӑхне,
Сӗм тайга чӑтлӑхне
Ҫул хываҫҫӗ паян
Пуҫ усми тантӑшсем.
Хӗрӗх пӗрремӗшсем,
Хӗрех пӗрремӗшсем,
Эсир аслӑ ҫӗршывӑн
Чӑн-чӑн ачисем.
ФИО участника
Ульяна Андреева
Возраст участника
10
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация