Ради Великой победы!(Аслӑ Ҫӗнтерӳшӗн!)
Шуралман ха шурӑмпуҫӗ. Ялӑм-йышӑм вӑранман
Мир салтакӗ - ҫӗнтерӗҫӗ
Таврӑнатӑп эп ҫартан.
Таврӑнатӑп эп маттуррӑн
Инҫетри ют ҫӗрсенчен
Ачаран палланӑ хурӑн
Пуҫ таять ҫул хӗрринчен.
Кӑвак шуҫӑм кӑвакарчӗ
Кил умне пырса ҫитсен
Кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ карчӑк
Алӑкра тӑрать кӗтсе
Ват аннеҫӗм йӗрсе ячӗ
Йӗрсе ячӗ чуп туса
Темиҫе ҫул макӑрманччӗ
Халь йӗретӗп савӑнса.
Тавтапуҫ, мухтавлӑ ывӑл
Эс ҫӗнтертӗн тӑшмана
Анне мар, тӑван ҫершывӑ
Тав тӑвать иккен мана.
ФИО участника
Варвара Егорова
Возраст участника
10
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация