Аркадий Лукин "Салтак шинелĕ"
Ала пек шăтарса пĕтернĕ
Салтак шинелĕ кив шинель
Анчах тăван киле ҫитернĕ
Вăл ман ҫĕршывăн ăшшине
Шутне пĕлеймĕн шăтăк-ҫурăк
Тен памалла халь музее
Анчах килте юлмасть-ҫке урăх
Шинельсĕр йывăр мучие
Кăна Мускав енче шăтарнă
Ку шăтăк Сталинград палли
Курск таврашне юнпа шăварнă
Шинелĕн пур каламалли
Мăн Атăл Днепр Эльба Висла
Е Берлинти хура рейхстаг
Европăна мучийĕм виҫнĕ
Ăна хăтарнă вăл салтак
Ан хăйтăр ҫичĕ ют килмешкĕн
Тӱпемĕр тăтăр кăн-кăвак
Хăй ҫĕршывне хӱтĕлемешкĕн
Ман халăх яланах САЛТАК!
ФИО участника
Григорьева Анастасия Павловна
Возраст участника
15
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация