Амăш пилӗ . Н. Евстафьев
Хапха умне тухса тăрса
Амăш ăсатнă ывăлне,
Анчах йĕрсе те макăрса
Йывăрлатман салтак чунне.
Юлашки хут ыталаса
Каланă вăл хуллен ăна:
— Пĕлетĕп йывăр пуласса,
Нумай асап кĕтет сана.
Ялан вăй кĕтĕр чĕрÿне,
Сав аннÿне те çĕршыва.
Шанатăп эпĕ, ĕненеп:
Киле эс таврăнăн сывах…
Инçе çула тухса кайса
Хăварнă йӗкӗт амăшне…
ФИО участника
Юлиана Козлова
Возраст участника
8
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация