Н.Евстафьев "Амăш пилĕ"
АМĂШĔН ПИЛĔ
Хапха умне тухса тăрса
Амăш ăсатнă ывăлне,
Анчах йĕрсе те макăрса
Йывăрлатман салтак чунне.
Юлашки хут ыталаса
Каланă вăл хуллен ăна:
- Пĕлетĕп йывăр пуласса,
Нумай асап кĕтет сана.
Вилес пулсассăн чĕрÿне
Пар пархатарлăн çĕршыва.
Анчах шанатăп, ĕненеп:
Киле эс таврăнăн сывах...
ФИО участника
Полина Аверкина
Возраст участника
12
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация