Çеçпĕл Мишши. Час.
Çĕçпĕл Мишши. Час
Йÿçĕ ăвăс, шавласа,
Çилпеле сулланчĕ.
Чăвашсемшĕн пит асап
Самана пуçланчĕ.
Мĕн чул хурлăх вĕсене
Кÿчĕ вăрçă-харçă:
Ывăль леçрĕ ашшĕне,
Кĕç хăйне ыйтаççĕ.
Выçлăх йĕртрĕ ялсене,
Ачасем те хăрăк.
Питĕрте патша тронне
Сырса илнĕ вăрă.
Хысна илчĕ лашана,
Пулăшмарĕ турă.
Ах, хăçан ку патшана
Аслати тĕл курĕ?
Халăх хум пек çĕкленет
Тăвăллăн , хаяррăн;
Таса мар патша йăхне
Час юхтарса ярĕ.
Час хĕвелĕмĕр çÿлте
Çурхилле вутланĕ,
Тырă-пулă уй-хирте,
Савăнса хумханĕ.
1916
Оставьте первый отзыв
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация