Çеçпĕл Мишши "Чăваш чĕлхи"
Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ,
Çут тĕнче çӳралчĕ, иртрĕ авалхи.
Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ –
Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи!
Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,
Миçĕ çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…
Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,
Халь те пулиен çивĕч, кăвартан таса.
Йывăр асапран та, тимĕр сăнчăртан та
Эсĕ парăнмасăр хăтăлтăн пулсан, –
Пулас пурнăçра та çивĕчпе хăватлăх
Ют чĕлхесенчен кая пулме сан.
Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхиçĕм!
Иртнĕ хурлăхушăн çитĕ ырлăху:
Хĕрлĕ хĕрнĕ хурçă, çунтаракан çиçĕм,
Вĕри вутлă çулăм эсĕ пулăн ху.
Аслă Атăл урлă, __Атăл__ шывĕ майĕ,
Вăрман витĕр кайĕ мухтавлă яту;
Кĕсле кĕвви саслă янраттарса кайĕ,
Уйăхăн-хĕвелĕн çунĕ хăвату.
Оставьте первый отзыв
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация